Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Апрелӗн 2023, 16:27

Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă

Ҫывӑхри территорисене пуҫтарса тирпей кӗртес енӗпе Республикӑри массӑллӑ субботник иртнӗ.

Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă

Ҫывӑхри территорисене пуҫтарса тирпей кӗртес енӗпе Республикӑри массӑллӑ субботник иртнӗ. Организацисен территорийӗсене пуҫтарма райцентр организацийӗсен сотрудникӗсем йышлăн тухнă. Пишпÿлек ялӗн территорийӗнче субботниксем мӗнле иртни ҫинчен пире ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Александр Семенов каласа пачĕ.
- Пишпÿлек ялӗн территорийӗсене пуҫтарса тирпей кӗртес тӗлӗшпе кашни эрнере массӑллӑ субботниксем ирттеретпӗр. Паян эпир Ҫӗнтерӳ паркне тасататпăр. Хӗл каҫа кунта ҫӳп-ҫап нумай пухӑннӑ, пурне те тасатса михӗсене хунă. Организацисемпе предприятисен коллективӗсене массӑллӑ явӑҫтарма тӑрӑшатпӑр. Нумай организацисем эпир чӗннине хавасланса йышӑнаҫҫӗ. Анчах субботнике тухман организацисем те пур. Пӗтӗм организацисен хăйсен территорийӗсене ҫӳп-ҫапран тасатмалла. Уйрӑммӑн уйрӑм предпринимательсен территорийӗсемпе магазинсене тасатма чӗнсе калас килет. Апат-çимĕç лавккисем ҫынсем массӑллӑ пырса ҫӳремелли вырӑн шутланать вӗт, унта ҫӳп-ҫап нумай пухӑнать.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Ҫӗнтерӳ Паркне тасатнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: