

Апрелӗн 14-мӗшӗнче, ПР Патшалăх Пухăвĕнче -Курултайӗнче волонтерсемпе активистсене наградӑланӑ, вӗсем ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсен ҫемйисен членӗсене пулӑшаҫҫӗ. "Патшалӑх Пухӑвӗ — ПР Курултайӗ" асăну паллине вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарассишĕн тата общество ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Пăслăкра пурӑнакан Алевтина Васильева та илнĕ.
Уйрӑм предприниматель, "Валерия" медицина центрӗн ертӳҫи Алевтина Васильева, чун ыйтнипе тата чӗре хушнипе — волонтерсен "Все для фронта — Бижбуляк" ушкӑнне йĕркеленӗ. Ăна тата унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пулӑшас, усӑллӑ пулас, ҫар ҫыннисене пур енчен те пулӑшас килни пĕрлештерет. Волонтер ӗҫӗ-хӗлне районта пурӑнакансем ырласа йышăннă.
— Волонтер ӗҫне пӗлтӗрхи сентябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа, мобилизациленӗ ентешсене ӑсатнӑ вăхăтранпа туса пыратпӑр. Пур ӗҫре те манӑн ҫемье, тӑвансем, ҫывӑх ҫынсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Малтанхи кунсенчех Елена Давыдовапа, Светлана Араптановапа, Анастасия Павловапа, Евгения Гнатюкпа, Эльнара Суфьяновапа пӗр командӑпа ӗҫлетпӗр, - каласа парать Алевтина Герасимовна. — Пире ӗненсе пирӗн хыҫҫӑн, волонтерсем хыҫҫӑн пыракансене пурне те пысӑк тавтапуç. Район администрацийӗн пуҫлӑхне Артур Зарипова, район Совечӗн секретарьне Вадим Булатова пысӑк тав, вӗсем пирӗнпе яланах ҫыхӑну тытаҫҫӗ, пур майсемпе те пулӑшаҫҫӗ.
Хаклӑ техникӑпа обмундировани туянасси, пирӗн боецсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси — ҫаксене пурне те кӑмӑллă ҫынсем ирӗккӗн пуçтаракан укçа-тенкĕпе туянаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, волонтерсен ушкӑнне хутшӑнакансем килти тутлӑ ҫимӗҫсене хатӗрлессине, маскировка сеткисемпе маскировка костюмӗсене ҫыхассине, "Салтак çырӑвӗ" акцие ирттерме тата ытти нумай ыйтусене татса параççĕ.
Волонтерсен ушкӑнӗн планӗсем нумай. Ӗҫ ҫителӗклӗ. Ҫӗршывшӑн ансат мар вӑхӑтра вӗсем пирӗн боецсене пулӑшас тесе пӗтӗм вӑне хураҫҫӗ. Вӗсен чи пысӑк ӗмӗчӗ — пирӗн салтаксем хӑвӑртрах килне таврӑнччăр: чӗрӗ, сывӑ, ҫӗнтерӳпе таврӑнччăр!
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Алевтина Васильеван архивĕнчен