Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Апрелӗн 2023, 14:04

Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери "Астăвăм сачĕ" акци стартлать

"Астăвăм сачĕ" акци шайӗнче Пушкӑртра 700 пин ҫӗнӗ йывӑҫ лартĕç.

Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери "Астăвăм сачĕ" акци стартлать
Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери "Астăвăм сачĕ" акци стартлать

 

Апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 22-мӗшӗччен Пушкӑрт Республикинче "Зеленая Башкирия" шайра "Асăну сачĕ" акци иртӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ хушнипе ирттереҫҫӗ тата вăл пӗтӗм тӗнчери статуса туяннă. Кӑҫал мероприяти пирӗн ҫӗршыв чысӗпе тивӗҫлӗхне хӳтӗлекен мӗнпур геройсене халалласа пырӗ. Кун пирки ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗ Марат Шарафутдинов пӗлтернӗ.
Пушкӑртра акци ирттерме 72 участок хатӗрленӗ, унта 700 пин ҫӗнӗ йывӑҫ лартмалла. Кӑҫал тӗп площадка, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ хушнипе килӗшӳллӗн, Чишма районӗнчи Тур–ханӑн мавзолейĕ Вӑтам ĕмӗрсенчи истори палăкӗ ҫывӑхӗнчи участок пулса тӑрӗ. Кунта 1100 хурӑн лартма палӑртнӑ.
Маларах "Башинформ" акци шайӗнче республикӑра 64 тематика аллейисем лартасси ҫинчен пӗлтернӗ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-04-10/v-ramkah-aktsii-sad-pamyati-v-bashkirii-vysadyat-700-tysyach-novyh-dereviev-3213743
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Вӑрман хуҫалӑх министерстви.

 

Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери "Астăвăм сачĕ" акци стартлать
Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери "Астăвăм сачĕ" акци стартлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: