Пишпÿлекре граждансене контрактпа ҫар службине суйламалли пункт малалла ӗҫлет. Пункт районти Культура керменӗн площадкинче вырнаҫнӑ. Кунта килнӗ кашни ҫын РФ Оборона министерствипе контракт тӑвасси ҫинчен кирлӗ информацие илӗ. Консультацие районти военкомат, Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн тата ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн специалисчӗсем йӗркеленĕ.
Аса илтеретпӗр, Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан, конкурс комиссийӗ иртнӗ кирек хӑш ҫын та контракт службине кайма пултарать.
Тӗплӗнрех телефон номерӗсем тӑрӑх: 8-347-218-19-19, 8-347-248-29-31; мобильнӑйран: 122 ыйтса пĕлме юрать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.