Пушкӑртра "Анне пулни пултарулӑха уҫать" пултарулӑх вернисажне хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуçлани ҫинчен пӗлтернӗ. Выставкӑна республикӑра пурӑнакан, ача ҫураласса кĕтекен е вӑл ҫуралнӑ хыҫҫӑн, ҫав пулӑмпа хавхаланса картинӑсем ҫырма пуҫланă хӗрарӑмсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Хутшӑнмалли заявкӑсене майӑн 15-мӗшӗччен [email protected]. почтӑна кӗртеҫҫӗ, заявка валли - анкетӑна ҫырӑр та электронлӑ ҫыру ҫумне хӑвӑр ӗҫӗрсен (3 штук таран) алӑ пуснӑ сӑнӳкерчӗкӗсене ҫирӗплетӗр. Кашни ӗҫе (ФИО, картина ятне) алӑ пусмалла.
Ӗҫсене (ӳкерчӗксене) пир ҫинче е ватман ҫинче, ҫупа, акрилпа, акварельпе, гуашьпа, пастельпе усӑ курса тума пултараҫҫӗ.
Организаторсен информацийӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫсен выставки ҫу пуҫламӑшӗнче пулать. Унӑн организаторӗсем "Телей территорийӗ" ырӑлӑх фончӗ, республикӑри Çемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, "Пушкӑртстан" телерадиокомпанийӗпе пӗрле тухса калаҫҫӗ.
Тӗплӗ информаципе хутшӑнмалли правилăсене Пушкӑртстанри Ҫемье порталӗнче тӗрӗслеме пулать www.семьярб.рф е 8 (347) 286-02-37 номерпе.