Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильев халӑх пурӑнакан вырӑнсенче старостӑсемпе вĕсене ӑнчӗ тесе шутлать. Пăслăкра, Егоровкӑра, Пурлăкара, Мусинра, Кистенлĕре ҫак общество ӗҫӗнче яваплӑ, пуҫаруллӑ тата ӗҫчен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
— Староста — ялта чи хисеплӗ ҫын, авторитетлă пулмалла. Шӑпах ун патне ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсемпе пыраҫҫӗ. Ялпа ун ҫыннисен мӗнпур инкек-синкекӗпе проблемисене вӗсем пӗлмесен, кам пӗлет, — тет Юрий Александрович. — Эпир старостӑсен ӗҫне пысӑк хисеппе пӑхатпӑр, вӗсен малашнехи активлӑ ӗҫне шанатпӑр. Ялта старостӑсӑр йывӑр, анчах активистсене мӗнле те пулин хавхалантарас килет, вӗсемшӗн регион тата федераци шайӗнче мӗнле те пулин ҫӑмӑллӑхсем пӑхса хӑварччӑр тесе каласшăн.
Хӑйӗн ӗҫ ҫулне 14 ҫултан пуҫласа пуҫланӑ сӑпайлӑ ӗҫчен, Федор Власов Пăслăкра староста пулса 2018 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак пилӗк ҫул хушшинче мӗн чухлӗ лайӑх ӗҫ тунӑ. Сӑмахран, ял варринчи Ултимер ҫӑлкуҫне хӑтлӑлатнӑ. 10 ҫула яхӑн каярах Григорий Вениаминович Федоровпа районта чи малтан чикӗ юпи лартнӑ, Пăслăкран инҫех мар юман вӑрманӗнче вырӑн тупнӑ. Чикӗ уçланки яланах нумай ҫынна илӗртет. Таврари ҫӑлкуҫсене кашни ҫул хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
— Маншӑн Федор Иванович — сылтӑм алӑ, ӑна кирек мӗнле ӗҫе те шанма пулать, — тет Юрий Александрович. — Ҫынсене те хӑтлӑх енӗпе ĕçлеме субботниксене пухать, хӑй те пӗр канмасӑр тăрăшать. Шӑратса сыпас ӗҫсенчен нумайӑшӗ яланах ун ҫинче. Хӗлле Кăшарнине шыва кӗме купель хатӗрлемелле — уншӑн, калас пулать, яваплăха пӗтӗмпех староста хӑй ҫине илет. Ҫак кунсенче Пăслăкра 530 метр кивелнӗ масар картине улӑштарас енӗпе ӗҫсем иртрӗҫ. Кӗркунне граждансен пухӑвӗнче материалсем туянма кам мӗн чухлӗ укҫа параять çавăн чухлĕ пухма шут тытрăмăр. Федор Иванович укҫа-тенкӗ пухас тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлерӗ. Пӗтӗм тӗнчерен тенĕ пек 500 пине яхӑн тенкӗ пухрӑмӑр. Ункайлă самантпа усӑ курса, ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав тӑватӑп. Ҫавӑн пекех хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Александр Николаевич Милютина пур енчен те пулӑшнӑшӑн уйрӑм тавтапуç.
Нумай ачаллӑ ашшӗ Власов ҫемьепе ачасем ҫинчен мӑнаçланса каласа парать.
— Мӑшӑрпа Татьяна Анатольевнӑпа пилӗк ача ӳстертĕмĕр. Асли Пăслăкра пурӑнать, иккӗмӗшӗ — Уфара, Алеша — Белебейре. Ваня ылтӑн медальпе шкултан вӗренсе тухса нефть институтне вӗренме кӗчӗ, тӑваттӑмӗш курсра вӗренет. Настя педагог пулать — вӑл Белебей колледжӗнче пӗрремӗш курс вӗренекенĕ. Татьяна арӑм ӗмӗр тӑршшӗпех дояркӑра ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канура.
Пăслăк старостине ял ҫыннисем талантлӑ фотограф пулнипе те пӗлеҫҫӗ: вӑл вырӑнти пейзажсене, яла, чечексемпе улӑхсене, ҫынсен ӗҫне ӳкерме юратать. Калас пулать, ял ҫыннисем хӑнӑхса ҫитнӗ ĕнтӗ, Федор Иванович кашни ир ял чатĕнче пурне те лайӑх кун сунать.
Тата çакна палăртса хăвармалла: СВО валли УАЗик кирлĕ тесе «Все для фронта — Бижбуляк» ушкăнра пĕлтерсенех Федор Иванович машинăна пĕр тÿлевсĕр панă. Халĕ ăна кăштах юсамалла кăна. Вăт çапла ырă та хастар çын вăл — Федор Власов!
Галина ВАРИКОВА.
Сăнӳкерчӗкӗ Федор Власовӑн архивĕнчен.