"Пушкӑртстанри промышленноҫ туризмӗ малалла куҫас енӗпе стратегине ҫӗршывра чи лайӑххи тесе йышӑннӑ. Ку пӗтӗм Раҫҫейри "Открытая промышленность", РФ Минпромторгӗ пулӑшнипе йĕркеленӗ акселераторӑн II итогӗ, - тесе ҫырнӑ соцсетьсенче ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Темиҫе уйӑх хушшинче эпир экскурсисем йӗркелеме тата тӗрлӗ ҫулсенчи тата интереслӑ ҫынсем валли – шкул ачисемпе студентсем, инвесторсем, пысӑк делегацисем валли турсем туса хатӗрлеме вӗрентӗмӗр. Опыт тата идейӑсем республикӑри промышленноҫ туризмӗн стратегине никӗс хывнӑ. Халӗ туристсемшӗн Пушкӑртстанри 20 предприяти уҫӑ пулсан, 2025 ҫул тӗлне вӗсем 40 пулӗҫ.
Промышленность туризмӗн программи мӗнле ӗҫленине эпӗ хам куртӑм - пирӗн республикӑри «ПОЛИЭФра" ("СИБУР "холдинг). Ку чӑнах та питӗ интереслӗ".
https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-04-22/radiy-habirov-rasskazal-o-perspektivah-promyshlennogo-turizma-v-bashkirii-3230369
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.