+2 °С
Уҫҫӑнах
Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗ И.В. Мухаметов пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйӑхĕ йĕркипе вӗренекенсемпе калаҫу ирттернӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑх лару-тӑрӑвӗнче ачасем хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене тепӗр хут аса илнĕ, пушар сӳнтермелли тӗссемпе тата вӗсене пушар сÿнтерекенсем киличчен сӳнтермелли меслетсемпе паллашнă. Материала ҫирӗплетес тесе йӑлари пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен вӗренӳ видеороликне пӑхса тухнӑ. Пӗлӳ илни ачасене хӑрушӑ лару-тӑрура хăйсене тӗрӗс тытма тата палӑртнӑ нормӑсемпе ҫирӗп ӗҫлеме пулӑшасса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.