Апрелӗн 22-мӗшӗнче планета ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери Çӗр кунне уявлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне тӗнчери 190 ытла ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак уявӑн тӗп тӗллевӗ – экологипе ҫутҫанталӑк сыхлавӗн проблемисене явӑҫтарасси. Ҫак кун ҫынсем тавралӑх хутлӑхне хӳтӗлеме палӑртнӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ, йывӑҫсем лартаҫҫӗ, парксемпе урамсенчи ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ, экологи кампанийӗсемпе акцийӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери Çĕр кунӗ пире эпир пӗр планета ҫинче пурӑннине, пирӗн пурнӑҫ ҫутҫанталӑкпа уйрӑлми ҫыхӑнса тӑнине аса илтерет. Вӑл пире тавралӑх хутлӑхӗ пирки тата пулас ӑрусемшӗн тӑрӑшассипе яваплӑ пулма чӗнет.
Хушăлкари вăтам шкулта та Пĕтĕм тӗнчери Çӗр кунӗ иртнӗ.
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#НДделаютмирлучше
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.