Çутă çул
+28 °С
Облачно
Общество
26 Апреля 2023, 08:32

Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать

Паллах, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйсем пӗҫернӗ булкисен ырӑ шӑршине туйса илсен, ачасем савӑннине палӑртас килет.

Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулатьПулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать

Ача-пӑча профориентацийӗ вӑйӑ форматӗнче ача садӗнче те иртет. Кунта професси уйӑрса илме, вӗсен тупсӑмне пӗлме вӗренеҫҫӗ. Ачасем ӳссе ҫитсен кам пуласшӑн пулнине суйлаҫҫӗ. Паллах, ачасенчен нумайӑшӗ пачах урăх професси ҫулне суйласа илеҫҫӗ, анчах пӗлӳ процесӗ аталанушӑн питӗ усӑллӑ. Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн "Почемучка" ушкӑн воспитанникӗсемпе профессисем ҫинчен черетлӗ калаҫу иртнĕ. Ачасем булкӑ хатӗрлеме мӗнле апат-ҫимӗҫ кирлине пӗлнĕ, хӑйсем тӗллӗн ҫӑнӑх аллама хӑтланса пӑхнă. Пекарь ролӗнче пулса, ҫак профессин йывӑрлӑхне туйса илнĕ. Ачасем хӑйсен аллисемпе булкӑсем тунă, фантази, тавҫӑрулӑх, пултарулӑх туйӑмӗсем кӑтартнӑ, хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене каласа панӑ. Хӑйсен ӗҫне планлама вӗреннӗ. Халӗ ачасем ҫӑкӑра мӗнле тӗрӗс тыткаламаллине, ӑна мӗнле упрамаллине пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак тутлӑ, анчах йывӑр профессире, ҫитӗнӳ тата йывӑрлӑхсем пулнине туйса илнĕ. Паллах, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйсем пӗҫернӗ булкисен ырӑ шӑршине туйса илсен, ачасем савӑннине палӑртас килет.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Пулас профессипе ача садĕнченех паллашма пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас