2023 ҫулхи апрелӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн уйӑхлăхӗ иртет, унӑн тӗп тӗллевӗ пушар хӑрушсӑрлӑхӗнче халӑх пӗлӗвӗн шайне ӳстересси, ҫавӑн пекех пушарсене асӑрхаттарасси. Пушарсене профилактикӑна кӗртмелли организаципе практика мероприятийӗсен комплекслӑ планӗ пурнӑҫланать.
Вӗренӳ учрежденийӗсенче, шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсенче хӑрушсӑрлӑх урокӗсем, ачасене тата персонала эвакуацилес тӗлӗшпе тренировкӑсем, пушарпа ҫӑлав чаҫӗсене экскурсисем ирттереҫҫӗ. Пушара хирӗҫле шыв-шур çăлкуçĕсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Граждансен пухӑвӗсем иртеҫҫӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле нумай ачаллӑ тата ӑнӑҫсӑр ҫемьесем пурӑнакан вырӑнсенче профилактика рейчӗсем йӗркелеҫҫӗ, спирт шĕвекĕсем ӗҫсе иртӗхекен ҫынсене, социаллӑ теветкеллӗх шутне кӗрекен ҫынсене профилактика шута илеҫҫӗ.
Халӑх хушшинче тӗллевлӗ ӗҫ йӗркеленӗ, ҫав шутра халӑх пурӑнакан вырӑнсенче тата вӑрмансенче пушарсене профилактика парас ыйтусем тӑрӑх массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ, ҫавӑн пекех вут-ҫулӑмпа асӑрханмасӑр тыткаланнипе ҫыхӑннӑ пушарсем çинчен калаçусем ирттереççĕ. Граждансемпе тӗлпулусенче пушар тухсан мӗн тумалли ҫинчен ӑнлантарса калаҫусем, инструктажсем ирттереҫҫӗ. Пишпÿлек районĕнче те пушар хăрушсăрлăхĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.
Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пăхăнӑр. Ку сире кирлĕ!
#МЧСРоссии #МЧСРБ #МесячникПожарнойБезопасности
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен