Пушкӑртстанри Чишма районӗнчи "Патриот" парк тата "Авангард” вӗренӳпе методика центрӗ – ҫарпа патриот воспитани парас тытӑмри чи пӗлтерӗшлӗ проект. Ҫавӑн пек центрсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе регионсенче йӗркелеҫҫӗ.
"Авангардра" ҫулталӑк хушшинче республикӑри ҫарпа патриот клубĕсенчи шкул ачисемпе воспитанниксем 4 пин ытла иртнӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче районсенче "Патриот" филиалӗсем уҫӑлӗҫ.
Халӗ паркра Раҫҫей Çутӗҫ министерствин федераци программипе столовӑйпа пурӑнмалли ҫурт-йӗр модулӗсен ҫӗнӗ корпусне тӑвасси вӗҫленет. Малашлӑхра кунта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене тытса пымалли пысӑк спорт вырăнĕ тата площадка тума, çар техникин музейне - федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пысӑккисенчен пӗрне тума палӑртаҫҫӗ.
https://belokatay.ru/news/polezno-znat/2023-04-28/park-patriot-i-uchebno-metodicheskiy-tsentr-avangard-v-chishminskom-rayone-bashkortostana-vazhneyshiy-proekt-v-sisteme-voenno-patrioticheskogo-vospi