Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
4 Майӑн 2023, 10:57

"Вӑрҫӑ кăна ан пултӑр"

Тĕплĕнрех - сайтра.

"Вӑрҫӑ кăна ан пултӑр"
"Вӑрҫӑ кăна ан пултӑр"

Пишпÿлекри Лидия Герасимовна Иванова хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗпе тылра Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнă вăхăтра Лидия Герасимовна 11 ҫулта пулнă. Вӑрҫӑ пуҫланни ҫинчен хыпар пӗр самантрах ӗнерхи ачасене çитĕнме хистесе янă — хӗрарӑмсемпе тата ватăсемпе пӗрле вӗсем "17-мӗш парти съезчӗ" ячĕллĕ колхозра хресченсен ҫӑмӑл мар ӗҫне мӗн вӑй ҫитнӗ таран пурнӑҫланă: вырнă, ҫулнă, кӗлте ҫыхнă, тырра авӑн ҫапнă.
- Выҫă пулни ялан асра. Вӗлтӗрен, мăян ҫинӗ,
- аса илет вӑрҫӑ ҫулӗсене Лидия Иванова. — Талӑкӗпех ӗҫлеттĕмĕр. Пурне те алӑпа тунӑ, механизациленӗ ӗҫ мӗн иккенне пӗлмен.
Йывӑр вӑхӑт вӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине тивнӗ. Унтанпа хӗрачасемпе арҫын ачасем пурнӑҫӑн хаяр шкулне вӗренсе тухнӑ. Ӗҫ укҫишӗн мар, ӗҫ кунӗсемшӗн ӗҫленӗ.
Ӗҫчен, сӑпайлӑ, кирек мӗнле ӗҫе те яваплӑ пурнăçлакан Лидия Иванова тивӗҫлӗ пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ. Тыл ӗҫченне, ӗҫ ветеранне "Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫулхи Аслӑ вӑрҫинче паттӑр ӗҫленӗшӗн" медальпе, хисеплӗ хутсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе, Ҫӗнтерĕвĕн юбилей медалӗсемпе наградӑланӑ. "Тыл геройӗсем" кӗнекере, фашистла Германие çĕнтерме хӑйсен паттӑрла ӗҫӗпе тивӗҫтерекенсен ячӗсене ҫырнисен хушшинче Лидия Герасимовна Иванован ячӗ те пур унта (т. 4, стр. 667).
Июнӗн 19-мӗшӗнче Лидия Герасимовна 93 ҫул тултарать. Пурӑнать вӑл ывӑлӗн ҫемйипе. Ветеран чир-чĕре парӑнасшӑн мар.
— Пуринчен ытла пĕр кăмăл, вӑрҫӑ кăна ан пултӑр, - вӗҫлет Лидия Иванова.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина ФОМИНА.

"Вӑрҫӑ кăна ан пултӑр"
"Вӑрҫӑ кăна ан пултӑр"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: