Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн акт залӗнче 1-4-мĕш классенче вӗренекенсемшӗн чаплӑ линейка иртнӗ, ăна Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие 2-мӗш класра вӗренекенсем (класс ертӳҫи Д.Р. Нугуманова) хатӗрленӗ: ачасем вӑрҫӑ, Çӗнтерӳ, Тӑван çӗршыв ҫинчен сӑвӑсем вуланӑ, Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ юрӑсем юрланӑ, ташланӑ.
Чаплӑ мероприяти шайӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Вилӗмсӗр полк кашни шкулта" акци йӗркеленӗ. Ачасем хӑйсен тӑванӗсен - Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, тыл ӗҫченӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене илсе килнĕ. Хӑйсен мӑн аслашшӗ-кукашшĕсем ҫинчен каласа панӑ.
Унтан воспитани енӗпе ӗҫлекен завуч ачасене ҫак аслӑ кунӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен, пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асра тытса хисеплемеллине, мӑн асаттесен историне пӗлмеллине аса илтернӗ.
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#всенародныйпраздникпобеды
#НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.