

Июнӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен Уфара Раҫҫейпе Беларуҫ ҫамрӑкӗсен Форумӗ пулать. Вӑл Раҫҫейпе Беларуҫ регионӗсен X юбилей Форумӗ умĕн иртет, 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитичченхи 500 ҫамрӑк ҫынна пӗрлештерет.
Форум программинче ҫамрӑксен бизнес-пӗрлӗхне аталантарма акцент тунӑ. Ҫамрӑк предпринимательсем тӗнчери бизнес-проектсене интеграцилеме палӑртнӑ хӑйсен практикисене тӑратӗҫ. "Ҫамрӑксен предпринимательстви" трек ҫамрӑк предпринимательсене, экономика сферинчи специалистсене хальхи условисенче тулашри суту-илӗве лайӑхлатас енӗпе йышӑнусем туса хатӗрлеме пӗрлештерет. Раҫҫейри тата Беларуçри бизнеспа промышленноҫ енӗпе ӗҫлекен управленецсемпе экспертсем трек вӗрентӳҫисем пулӗҫ. Предприниматель ҫул-йӗрӗн шайӗнче пысӑк предприятисен представителӗсемпе дискусси площадки, ҫӗршывсем хушшинчи предпринимательлӗхе хальхи чăнлăхсенче аталантарасси ҫинчен пленарлӑ лару ирттерме палӑртнӑ.
Трека хутшӑнакансем ҫамрӑксен предпринимательлӗхне аталантарма, экономика сферинче тӗп проектсем пурнӑҫлама палӑртнӑ кейс-тӗллевсене татса парӗҫ. Ӗҫ результачӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Беларуҫ Республикинчи регионсен ҫамрӑксен бизнес-проекчӗсене пӗрле пурнӑҫлама хатӗрлесе хунӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-05-12/v-ufe-sostoitsya-forum-molodezhi-rossii-i-belarusi-3254727
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР правительстви.