Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Майӑн 2023, 09:45

Андрей Назаров Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн проектне пурнӑҫламалли стратегилле сессие уҫнă

Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, "IQ-парк" кампусӑн пӗрремӗш черетне кӑҫал вӗҫлеççĕ.

Андрей Назаров Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн проектне пурнӑҫламалли стратегилле сессие уҫнă
Андрей Назаров Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн проектне пурнӑҫламалли стратегилле сессие уҫнă
Пушкӑрт Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров "Торатау" конресс-холта иртекен "Евразин наукӑпа вӗренӳ центрӗн нацисем хушшинчи студентсен кампусĕ" проекта пурнӑҫлас енӗпе стратегилле сессин ӗҫне уҫнӑ.
Министрсен кабинечĕн пуҫлӑхӗ регион ҫӗршывӗнче пурнӑҫ валли чи лайӑх вырӑн туса хурасси – ирттерекен ӗҫӗн тӗп тӗллевӗ пулнине аса илтернӗ. Ҫакна наукӑсӑр, вӗренӳсӗр тата прогреса малалла шутаракан – студентсем, ученӑйсем тата хӑйсен ҫӗршывӗпе, регионӗпе интересленекен мӗнпур ҫынна хускатакан ҫынсемсӗр тума май ҫук.
Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, "IQ-парк" кампусӑн пӗрремӗш черетне кӑҫал вӗҫлеççĕ. Концепцие ҫирӗплетнӗ. Уфари наукӑпа технологисен университечӗн, Пушкӑрт патшалӑх медицина университечӗн тата Уфари нефть техника университечӗн локацине ҫирӗплетнӗ, вӗсенчен кашниех икшер хут йышӑнать.
Малашлӑхлӑ тӑватӑ ҫул-йӗр шайӗнче пысӑк технологиллӗ оборудовани вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку "Технологипе инжиниринг", "Симӗс хими", "Биомедицина" тата "Çӗнӗ пурнӑҫ хутлӑхӗ". Кун пек градацие Раҫҫей наукӑпа технологи аталанӑвӗн стратегийӗпе корреспонденцилеҫҫӗ. "Приоритет-2030" программӑн стратегилле проекчӗсене пурнӑҫлама тивӗҫтерекен предприниматель технологи хабне икӗ хута сарса яма палӑртнӑ.
Иккӗмӗш локаллӗ задача, Премьер-министр каланӑ тӑрӑх, пысӑкрах масштаблӑ задача – кампусӑн 11 пин тӑваткал метр лаптӑкне вырнаҫакан тӗп черечӗн концепцийӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна ҫирӗплетмелле, ҫак уйрӑм объекта икӗ ҫул хушшинче туса лартас тесен кӑҫал строительствӑна тытӑнмалла.
Андрей Назаров палӑртнӑ тӑрӑх, Евразири наукӑпа вӗренӳ центрӗн нацисем хушшинчи студентсен кампусне туса хурас енӗпе тивӗҫлӗ наци проекчӗн тӗрӗслев ӗҫӗсен шайӗнче план тӑрӑх пурнӑҫланать.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-13/andrey-nazarov-otkryl-strategicheskuyu-sessiyu-po-realizatsii-proekta-mezhvuzovskogo-studencheskogo-kampusa-3256795
Андрей Назаров Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн проектне пурнӑҫламалли стратегилле сессие уҫнă
Андрей Назаров Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн проектне пурнӑҫламалли стратегилле сессие уҫнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: