Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
16 Майӑн 2023, 15:01

90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда

Юлия Яковлевна Потапован ачалӑхӗ йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнĕ.

90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда
90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда

Юлия Яковлевна Потапован ачалӑхӗ йывӑр вӑрҫӑ ҫулӗсенче иртнĕ.
Манӑн анне, Юлия Яковлевна Потапова, 1933 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи Мелеспуçĕнче Яковпа Пелагея Потаповсен ҫемйинче пиллӗкмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Малтанхи виҫӗ ачи — Александр, Антонида тата Валентина чечче чирӗпе вилнӗ. Тӑваттӑмӗш ачи Петр пиччӗшӗ 1929 ҫулта ҫуралнӑ, унтан — Юлия. Унтан Коля (1936 ҫ.) тата Толя (1939 ҫ.) ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, Юльăна нянька ролĕ лекнĕ. Яков Никифорович Потапов вӑрҫӑччен те, вăрçăран таврăнсан та тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Юлия пиччӗшӗпе тата шӑллӗпе пĕрле ашшӗ патне тимӗрҫ лаҫҫине апат ҫитерме çÿренĕ.
1-мӗш класран пуҫласа 4-мӗш класс таран Мелеспуçĕнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ. Пуҫламӑш классенче Юлия ытти вӗренекенсемпе вир, тулӑ ани ҫумлама ҫӳренӗ. 5-мӗшпе 10-мӗш классене Хушăлкари вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхозра пулӑшнă, кӗлте ҫыхнă, комбайнпа авӑн ҫапма кӗлте парса тăнă. Кӗлтесене урапа ҫинче турттарса купасем ҫине купаланă. Уйӑх ҫутипе те ӗҫлеме тивнĕ. Кӗркунне Пелепейри ҫар чаҫне лашасем валли утӑ турттарнӑ.
Ун чухне заем тӳленӗ, ҫемье 400 тенкӗ выляса илнӗ. Ҫак укҫапа Маргарита Байтеряковапа, Анна Федоровапа пĕрле анне Ташкента кайнӑ. Сталинабада ҫитнĕ, 1954 ҫулта Шаартузри ҫӗрмамӑк тасатакан завода, тромбовщицӑра ӗҫлеме вырнаçнă. Унтан Юлия Яковлевнӑна бухгалтерсен курсне вĕренме янă, вӗренсе тухнӑ. Ку ӗҫре Хашадра ӗҫленӗ. 1959 ҫулхи апрель уйӑхӗнче килне таврӑннӑ. Çимĕкре Виталий Васильев каччӑпа паллашнă та качча тухнă. Вĕсем Пелепей районӗнчи Канаш ялӗнче пурӑннӑ. 1962 ҫулхи март уйӑхӗнче Юлия Яковлевна Пелепей районӗнчи Красный Яр ялне лавкка заведующийӗ пулса вырнаҫнӑ та 1988 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗччен, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ӗҫленӗ.
Социализмла плансене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн, ӗҫре пысӑк кӑтартусемшӗн Хисеплӗ грамотӑсемпе наградӑланӑ, 1981 ҫулта Пушкӑрт АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеплӗ грамотипе наградӑланӑ, 1984 ҫулта СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн ячӗпе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Пушкӑрт АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе "Ĕҫ ветеранӗ" медальпе наградӑланӑ.
Луиза ТИХОНОВА,
Михайловка ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: ҫемье архивӗнчен.

 

90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда
90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда
90 ҫул - тивӗҫлӗ пурнӑҫшӑн награда
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: