Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
17 Майӑн 2023, 09:49

Пушкӑртстанра республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене пӗрлӗхлӗ центра пӗрлештермелли процесс вӗҫленнӗ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанри хуласемпе районсенчи ӗҫпе тивӗҫтерекен пур службӑсене те халӗ халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрне пӗрлештернӗ. Ҫакӑн пек тӗллев — ӗҫпе тивӗҫтермелли службӑсене централизацилесси - Раҫҫей Ĕç министерстви субъектсен умне системӑна комплекслӑ модернизаци шайӗнче тата "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче тӑратнă. Служба реорганизацийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ кӑҫал январь уйӑхӗнче иртнӗ: Уфа халӑхне тата Пушкӑрт столицин районĕсенчи çичĕ филиалне ĕçпе тивĕçтерекен центр чи малтан пӗрлешнӗ. Майӑн 2-мӗшӗнче халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрне Пушкӑртстанри районсен хушшинчи вунă центр хутшӑннӑ.
- Пӗр центрти мӗнпур ресурссене фокуслани пире ӗҫе оптимизацилеме тата ӗҫе оперативлӑ тума май парать, - Пушкӑрт Республикин халӑха ӗҫпе тивĕçтерекен тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗрлехи центра ӗҫпе тивӗҫтерекен мӗнпур службӑна пӗрлештересси лайӑх пулнине палӑртнă. Виçĕ ҫул каялла Пушкӑрт Республикинче стартланӑ ӗҫ службине модернизацилесси тӗп ҫул-йӗр шутланать: ку - пӗрлехи стандартсем, ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен специалисчӗсене ҫӗнетесси, служба цифровизацийӗ, клиент патне адреслă пымалли, офиссене ҫӗнетесси, пулӑшу ӗҫӗсен тата сервиссен линейкине анлӑлатасси, пурнӑҫпа бизнес-лару-тӑрӑва комплекслӑ майпа татса парасси.
— Халӗ ӗҫ центрӗсенчен нумайӑшне цифрӑланӑ тата "Раҫҫей ĕҫӗ" порталпа усӑ кураҫҫӗ, - каласа парать Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрӗн директорӗ Ридан Ахьямов.
Ӗҫпе тивӗҫтерес ӗҫре халӗ кадрсем хатӗрлес тата ĕç шыракансен карьера трекӗ тӑвас ӗҫе тӗп тимлӗх уйӑраҫҫӗ — ҫавна валли центрсенче карьера консультанчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне çул çитмен ачасемпе ҫамрӑксене профориентацилесси, предпринимательлӗх ӗҫӗ-хӗлне пулӑшасси тата республикӑри инвестици проекчӗсем валли професси сотрудникӗсем хатӗрлессине пысӑк тимлӗх уйӑрать.
ПР Правительствин сайчӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-16/v-bashkortostane-zavershilsya-protsess-ob-edineniya-sluzhb-zanyatosti-v-edinyy-respublikanskiy-tsentr-3259928

Пушкӑртстанра республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене пӗрлӗхлӗ центра пӗрлештермелли процесс вӗҫленнӗ
Пушкӑртстанра республикӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсене пӗрлӗхлӗ центра пӗрлештермелли процесс вӗҫленнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: