Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Ишимбая ӗҫпе кайса килнӗ.
Унта Радий Хабиров ятлӑ спортсменсемпе пӗрле хула Спорт керменне, ҫамрӑк чухне классика кӗрешӗвне вĕреннĕ çӗре, ҫитсе курнӑ.
- 49 ҫул иртнӗ, анчах эпӗ ҫав кавир ҫине, имшеркке те хӑюсӑр ачасем, арҫынсем пулса тӑнӑ ҫӗре, ҫавнашкалах хисеплесе те юратса пӑхатӑп, - тесе ҫырнӑ социаллӑ сетьсенче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр, пӗлтӗр кӗркунне Спорт керменӗн ҫуртӗнче тӗпрен юсав пуҫланнă. Фасада ҫӗнетнӗ, ӑшӑтнӑ, чӳречесене улӑштарнӑ. Кунта пурӗ 588 воспитанник вӗренет. Радий Хабиров тата ашшӗ-амӑшне канаш панӑ:
- Хӑвӑр ачӑрсене спортпа туслашма ӑсатӑр. Вӑл вӗсенчен чӑн-чӑн ҫынсене - вӑйлӑ та ырӑ чунлӑ ҫынсене ÿстерет, - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.
Регион ертӳҫи Ишимбайӑн тулашри сӑн-сӑпатне те хакланă.
- Ман шутпа, Ишимбай чӑнах та улшӑнать, - палӑртнă вӑл.