Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Майӑн 2023, 14:44

Путин Уралти пушарсенчен шар курнӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнă

#владимирпутин

Путин Уралти пушарсенчен шар курнӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнă
Путин Уралти пушарсенчен шар курнӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӑшӑтмалли сезон пуҫланиччен Уралти пушарсенчен инкек курнă граждансене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнӑ. Тивӗҫлӗ мерӑсем ҫинчен юнкун, майӑн 17-мӗшӗнче, Кремлӗн официаллӑ сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ указсен переченьӗнче каланӑ.
"РФ правительствине Курган тата Свердловск облаҫӗнчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле ҫутҫанталӑк пушарӗсенчен сиен курнӑ граждансене ӑшӑтмалли сезон пуҫланиччен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли мерӑсем йышӑнмалла", - тенӗ документра.
Раҫҫей лидерĕ яваплисене Михаил Мишустин премьер-министра, Курган облаҫӗн пуҫлӑхне Вадим Шумкова тата Свердловск облаҫӗн губернаторне Евгений Куйвашева лартнӑ. Кун ҫинчен патшалăх Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи сентябрӗн 1-мӗшӗччен, малалла уйӑхсерен доклад кӗтет.
Ҫакӑнпа пӗрлех Путин РФ асӑннӑ субъект территорийӗсенче ҫутҫанталӑк пушарӗсене пула кÿнĕ сиене хаклас енӗпе ӗҫсем йӗркелеме хушнӑ.

https://iz.ru/1514151/2023-05-17/putin-poruchil-obespechit-zhilem-postradavshikh-ot-pozharov-na-urale


Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Донат Сорокин.

Путин Уралти пушарсенчен шар курнӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнă
Путин Уралти пушарсенчен шар курнӑ ҫынсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: