Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Майӑн 2023, 12:44

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ анлӑ масштаблӑ акци пуçланни ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!" профилактика акцийӗ стартланӑ.

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ анлӑ масштаблӑ акци пуçланни ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ анлӑ масштаблӑ акци пуçланни ҫинчен пӗлтернӗ

Пушкӑртстанра "Тимлӗр - ачасем!" профилактика акцийӗ стартланӑ. Регионти патшалăх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Севастьянов хӑйӗн телеграм-каналӗнче ача-пӑча ҫул-йӗр аварийӗ ӳсни, ҫу пуҫламӑшӗнче ача-пӑча урамра ҫитӗннисен тимлĕхĕсĕр нумай вӑхӑт ирттерни ҫинчен пӗлтернӗ.

Ҫакӑн пек мероприятисен тӗп площадкисем ачасем массӑллӑ пулакан вырӑнсем, сӑмахран, шкул ҫумӗнчи тата хула тулашӗнчи сиплев лагерӗсем пулса тӑрӗҫ. Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсемпе педагогӗсем ачасене ҫул-йӗр хӑрушлӑхӗн тӗп факторӗсем ҫинчен, велосипедпа çÿремелли правилăсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑрса, мототранспорта тытса пыма юраманни ҫинчен каласа парӗҫ, ҫутта тавӑракан паллăсем пирки аса илтерӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинче ДПС инспекторӗсем ачасене-пассажирсене машинӑсен салонӗсенче турттармалли правилӑсене пӑхӑннине тӗрӗслӗҫ. ГИБДД сотрудникӗсен уйрӑм тӗрӗслевӗнче ачасене автобуссемпе организациленӗ турттарасси юлать.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-05-22/glava-gibdd-bashkirii-soobschil-o-starte-shirokomasshtabnoy-aktsii-3267132

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" архивӗ.

Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ анлӑ масштаблӑ акци пуçланни ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкӑрт ГИБДД пуҫлӑхӗ анлӑ масштаблӑ акци пуçланни ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: