Кун пирки Пушкăрт Республикин Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров социаллӑ сетьсенче каласа панӑ.
- Нацисем хушшинчи студентсен кампусӗн территорийӗнче COVID-19 хыҫҫӑн психика сывлӑхне тӗпчес енӗпе лаборатори вырнаҫнӑ.
IQ-парк ҫурчӗ Евразири нацисен хушшинчи студентсен кампусӗн пӗрремӗш черечӗн объекчӗ пулса тӑрать, ӑна эпир Уфара тӑватпӑр. Виҫҫӗмӗш этажра биологи лабораторийӗсен блокӗ, ҫав шутра нейрокогнитивлӑ геномика лабораторийӗ вырнаҫнӑ, унӑн тӗп тӗллевӗ - молекулярлӑ-генетикӑпа социаллӑ-демографи маркерӗсене комплекслӑ тишкересси. Вӑл "COVID-19 пандеми когнитивлӑ тата психоневрологи уйрӑмлӑхӗсен молекулӑпа генетика никӗсӗсене тӗпчесе пӗлесси" темӑпа мегагранта пурнӑҫлать.
2022 ҫулта лаборатори ӑсчахӗсем COVID-19 хыҫҫӑн неврологи проблемисене палӑртма диагностикӑлла тестсем тума пулӑшакан генетика маркерӗсене тупнӑ.
Халӗ ученӑйсем ковидӑн неврологилле кӑткӑслӑхӗсен диагностикипе ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен аталанӑвӗн хӑрушлӑхне ӳстермелли маркерсене тупса палӑртаҫҫӗ, кӑмӑл-туйӑмӗпе хӑйне мӗнле тытнин витӗмне тишкереҫҫӗ.
https://kzgazeta.ru/articles/obshchestvo/2023-05-20/v-bashkirii-na-territorii-mezhvuzovskogo-studencheskogo-kampusa-raspolozhitsya-laboratoriya-po-issledovaniyu-psihicheskogo-zdorovya-posle-covid-19-3266126