Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Майӑн 2023, 10:38

Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ

Конкурса тӗрлӗ муниципалитет вӗренӳ организацийӗсенчен 59 ытла команда хутшӑннӑ.

Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ

Республикӑри ЮИД отрячӗсен "Хӑрушлăхсӑр кустӑрма-2023" Педагогпа наставник ҫулталӑкне, ЮИД отрячӗсем йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине халалланӑ республика конкурс-фестивалӗ ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен «Горный воздух" ачасен сиплев лагерӗнче (Нугуш ялĕ) иртнӗ. Конкурса тӗрлӗ муниципалитет вӗренӳ организацийӗсенчен 59 ытла команда хутшӑннӑ.
Республика "Хӑрушлăхсӑр кустăрма-2023" конкурсӗнче призер пулса тӑнӑ Хушăлкари вăтам шкулăн "Ҫуран çын" командине саламлатпӑр.
Командӑна хутшӑнакансене ачасен лагерĕн сертификачĕсемпе тата асăнмалăх призсемпе (самокатсемпе) наградӑланӑ.
Конкурсри пур тапхӑрта та мала тухнӑ Лев Петрова 1-мĕш вырӑнпа саламлатпӑр. Вӑл велосипед выляса илнӗ. Маттур!!! Командӑна хатӗрленӗшӗн руководительсене (В.И. Яковлев, И.Г. Степанова, Н.Е. Васильева, А.С. Газизова, Г. Р. Газизова) тавтапуҫ!
https://vk.com/public202011028


Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Хушăлкари вăтам шкул команди район чысне хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: