Ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсене чакарас тӗллевпе ҫул ҫитмен ачасемпе транспорт травматизмӗ хутшӑннипе тата ачасен ҫул-йӗрпе транспорт травматизмне профилактикӑлас тӗллевпе, 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Демскинчи вăтам шкулта "Ҫул-йӗр правилисен пӗрлехи кунне" ирттернӗ.
Ҫак кун шкулти пур классенче те тӗрлӗ формăсемпе мероприятисем пулнă. Ашшӗ-амӑшĕсене "Çуллахи тапхӑрта аслисемпе ача-пӑча хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен" памяткăсем валеçнĕ. Иртнӗ мероприятисем пурте ҫул-йӗр травматизмне профилактикӑпа тӑтӑшах пурнӑҫлакан шкулӑн мероприятисен пӗр пайӗ пулса тӑраççĕ.
https://vk.com/club201675390
Сăнÿкерчĕкĕсем: Демскинчи вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.