Пишпÿлек районӗнче ҫар службин ветеранӗсен йышлӑ ҫарӗнчен паян пограничниксем ытти ҫар ветеранӗсене ҫар тӑванлӑхӗн йӑли-йӗркисене пӑхӑнса пурӑнмалли тӗслӗх параҫҫӗ. Ҫак çар ҫыннисен хӑйне уйрӑм элитлӑ кагорти кирек хӑҫан та уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Тӑшман тапăннă хушăра пограничниксен пӗрремӗш пырса ҫапма тивет вӗт. Пограничник-ветерансем районта хӑйсен халӑх пурӑнакан вырӑнсенче чи малтан пур вӑхӑтри пограничниксене асӑнса асӑнмалӑх стелӑсем лартма пуҫларӗҫ. Майӑн 9-мӗшӗнче пограничниксен службин ветеранӗсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ, вӗсене пограничниксен районти ветерансем хушшинче пӗр саслӑн суйласа илнӗ Раиль Валиев пухнă та йӗркеленĕ. Вӗсем пурте камуфляж форми тӑхӑннӑ, паллах ӗнтӗ, улӑштарма ҫук симӗс картуз тӑхӑннӑ, вӗсене, реликви пек, темиҫе ҫул хушши упраҫҫӗ вĕсем. Вӗсем тĕп площадь тӑрӑх пӗр харăс питӗ лайӑх утса иртрӗҫ!
— Эпӗ 1987-1989 ҫулсенче Узбек СССРĕн Гермез хулинче службӑра тӑнӑ. — Кистенлĕ ялӗнчи Владимир Герасимов хӑйӗн служби çинчен (сăнӳкерчӗк ҫинче сулахайран иккӗмӗш) каласа парать. - Ҫур ҫул вӗрентӗм учебкӑра. Унтан ҫулталӑк ҫурӑ заставӑра иртрӗ. Пире отпуска ямарӗҫ. Ку Афганистанпа чикӗре пулнӑ. Ку ҫӗршывра вунӑ ҫул тăршшĕ тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ вӗҫленсе пынă вахăтчĕ. Анчах пĕр шухăшсăр пурăнма май килмерĕ. Заставӑра эпӗ БТР водителӗн вырӑнӗнче пултӑм. Манпа Çирĕклĕри Виталий Ильмурзинпа Федор Максимов та пĕрле службӑра тӑратчĕç. Эпир мотоманевр ушкӑнне кӗреттĕмӗр. Казармӑра пурӑннӑ. Ҫӗрле засадӑра ларнӑ, кӑнтӑрла каннӑ. ăПограничник пулса служба иртнĕшĕн мăнăçланатӑп!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.