Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Майӑн 2023, 13:19

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем массетьсем явма хастар хутшӑннӑ.

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем массетьсем явма хастар хутшӑннӑ.

Пишпÿлекри "Пурте фронт валли - Пишпÿлек!" ушкăн волонтерĕсем Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти мероприятие —"Юлашки шӑнкӑрава» хутшӑннӑ. Унта массетьсем явакан районти пунктсенчен пӗри вырнаҫнӑ.

—Шкул директорне Сергей Петрович Федотова, педагогсене халӗ СВОна хутшăнакан хамăр салтаксене пулӑшма май пулнӑшӑн тепӗр хут тав тӑвас килет. Резеда Равиловна Файзуханована  унӑн кулленхи ӗҫӗшӗн питӗ пысӑк тав, вӑл ветклиникӑра тата Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта пӗрремӗш пунктсем йӗркелекенсенчен пĕри. Ляйля Амировна Харисована, Елена Юрьевна Алексеевана, Резеда Рамзиловна Набиевана, Гульнара Ильдусовна Гимазетдинована, Оксана Геннадьевна Сидорована, Фируза Рифкатовна Ямилевана, Тамара Демьяновна Гончарована тавтапуç, вӗсем пĕрре чĕнсенех ĕçлеме килме килĕшнĕ, хӑйсем те явнă. Ҫавӑн пекех вӗсем вӗренекенсене ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ, вӗсене патриотизма вӗрентнӗ.

Вӗренекенсем пурте сăнÿкерчĕк ҫине вырнаҫмарĕç — ку вӑл ачасем питӗ нумаййи ҫинчен калать. Икӗ ачана пирӗн боецсем парса янă кепкӑсем панă, арçын ачасене — сухпайсем, хӗрачасене — шоколадсем, — çыраççĕ «Все для фронта — Бижбуляк!» ушкăнра.

Массетьсем явма хастар пулӑшакан вĕренекенсене пурне те асăнас килет: Ямилев Карим Марсельевич, Первушина Рената Радиковна, Романов Григорий Владимирович, Семёнов Илья Валерьевич, Данилова Арина Алексеевна, Садыкова Радмила Ильнуровна, Федотова Дарья Павловна, Семёнова Аделина Андреевна, Булатов Ренат Вадимович, Тухватуллина Радмилла Радиковна, Файзуллин Вильдан Венерович, Ефимова Юлиана Владимировна, Дмитриева Дарья Васильевна, Макаров Семён Иванович, Гайзуллина Радмила Робеноровна, Саватнеев Никита Юрьевич, Зарипов Юлай Рустамович, Иванова Регина Александровна, Сулейманова Руфина Ринатовна.

Ачасене пурне те палӑртас килет, анчах ку списокра — чи активлисем. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене тӗрӗс воспитани панине пĕлччĕр, вӗсене хӑйсен ҫӗршывӗн пуласлӑхӗ, ҫавӑн пекех ӗнерхи шкул ачисен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ пӑшӑрханнине пӗлччӗр.

"Пурте фронт валли – Пишпÿлек!" ушкӑн информацийĕпе.

Сӑнӳкерчӗкĕсем: "Пурте фронт валли – Пишпÿлек!" ушкӑнăн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

 

 

 

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: