"Родник" агрофирмӑри Елена Васильеван повар стажӗ 15 ҫул.
— Пирӗн хуҫалӑхра ҫураки ӗҫӗнче ӗҫлекен 20 ытла ҫын валли кăнтăрлахипе каҫхи апат куллен хатӗрлетӗп, — тет Елена Мефодьевна. — Эпӗ ял ҫынни, ҫавӑнпа та уйра ҫураки вӑхӑтӗнче, выльӑх апачӗ хатӗрленĕ чухне тата, паллах, тырпул пухса кӗртнӗ чухне выҫӑллӑ-тутӑллӑ пулсан, туллии вăйран ӗҫлеме май ҫуккине лайӑх ӑнланатӑп. Ҫавӑнпа та хамӑн тивӗҫсене совĕҫ хушнӑ пек тума тӑрӑшатӑп. Кашни кун тутлӑ та тутӑ пӗҫерме тӑрӑшатӑп. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме кирлӗ апат-ҫимӗҫсене мана Хастарта вырнаҫнӑ столовӑя илсе килеҫҫӗ. Кунта повар ӗҫӗ валли мӗн кирли пурне те пур: ҫӑлкуҫ шывӗ, пĕçермелли электричество плитисем, савӑт-сапа, холодильниксемпе морозильник, хатӗрлесе хунӑ апат-ҫимӗҫе турттарма валли термоссемпе контейнерсем.
Елена Мефодьевнан ачисем пурте ҫитӗннӗ ӗнтӗ, хӑйсем тӗллӗн пурӑнаҫҫӗ. Константин ывӑлӗ Украинӑри ҫар госпиталӗнче служит тӑвать, мирлӗ пурӑнакансене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫар служащийӗсене ура ҫине тӑма пулӑшать. Мӑшӑрӗ Сергей Ҫурҫӗрте вахта меслечӗпе ӗҫлет.
- Хам пуҫтаракан курӑксенчен вĕретекен чей çине яма сӗт килтен илсе килетӗп. Эпӗ хатӗрленӗ апата пурте мухтаҫҫӗ, - тет Елена Мефодьевна.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир СМОЛОВ.