Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Майӑн 2023, 16:01

Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ

Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче "Савăнăçлă ҫулла" ятлӑ уяв иртнӗ.

Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ

Пишпÿлекри "Умка" ача садĕнче ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче "Савăнăçлă ҫулла" ятлӑ уяв иртнӗ. Мероприятие Михайловкăри "Незабудка» ача сачӗпе сетьпе хутшӑнса ирттернĕ. Савӑнӑҫлӑ музыкӑпа ачасем флешмоб ташланă. "Незабудка" ача садӗнчи воспитанниксем "Эпир миллион" ташша ташласа пурне те уяв ячӗпе саламланă. Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче командӑсене станцисем тӑрӑх маршрут иртме тата задание пурнӑҫлама сӗннĕ. Ачасене пилӗк ушкӑна уйӑрнă та хӑрушсӑр ҫулла интереслӗ те илĕртÿллĕ ҫулҫӳреве кайнă. "Витаминная" пӗрремӗш станцире ачасем усӑллӑ та сиенлӗ апат-ҫимӗҫе аса илнĕ. "Экологи станцийӗнче" ачасем йӑлари каяшсене сортламалли пӗлӗве ҫирӗплетнӗ. "Спорт станцийӗнче" ковбойпа хаваслӑ вылянӑ май хӑйсен пултарулӑхӗпе тӳсӗмлӗхне палӑртнă. "Асӑрхануллӑ пул" станцире ачасем ПДД правилисене аса илнĕ. "Знайка" станцинче ачасем юмахри геройсем ҫинчен юмах тупсӑмĕсене тупнă. Хӑрушсӑрлӑх сукмакӗпе ӑнӑҫлӑн утса тухсан, командăсем ҫу эмблемипе пазл пухнӑ. Праҫник вӗҫӗнче ачасене хаваслӑ дискотека тата пылак призсем кӗтнĕ.

https://vk.com/public217412282

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Ачасем интереслĕ çулçÿрев иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: