Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Июнӗн 2023, 13:19

Пушкӑртстана ДНР ачисем канма килнӗ

Республикӑна тата 150 ҫамрӑк Луганск халӑх республикинчен хӑнана кӗтеҫҫӗ.

Пушкӑртстана ДНР ачисем канма килнӗ
Пушкӑртстана ДНР ачисем канма килнӗ

Регионта республикӑна Донецкпа Мариупольтен ҫуллахи канӑва килнӗ малтанхи 149 ачана кĕтсе илнĕ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин палӑртнӑ тӑрӑх, çамрӑк хӑнасем Благовещенск, Гафури, Илиш, Мелеуз тата Стерлибаш районӗсенчеисиплев лагерĕсене вырнаҫӗҫ. Программа тулăх пулӗ – ачасем валли вӗренӳ, культура, воспитани тата кану программисем, мастер-классем, квестсем тата экскурсисем хатӗрленӗ.
Республикӑна тата 150 ҫамрӑк Луганск халӑх республикинчен хӑнана кӗтеҫҫӗ. Ҫу каҫиччен Пушкӑртстанра 2 000 ҫынна кĕтсе илме хатӗрленеҫҫӗ.
– Ачасене кӗтсе илме, савӑнӑҫлӑ сӑн-питсене курма кӑмӑллӑ! Пушкӑртстанри кану ачасемшĕн асран кайми пуласса шанатӑп эпӗ! - палӑртнă Максим Забелин.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-31/bashkiriya-prinimaet-detey-iz-dnr-3282841

 

Пушкӑртстана ДНР ачисем канма килнӗ
Пушкӑртстана ДНР ачисем канма килнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: