Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
5 Июнӗн 2023, 12:45

Пушкӑртри пӗр район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ

Куюргазă район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ.

Пушкӑртри пӗр район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ
Пушкӑртри пӗр район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ

Куюргазă район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ. Муниципалитетӑн пресс-службинче "Башинформа" каласа панӑ тӑрӑх, 34 ҫулти арҫын вӗрентӳ пайӗнче ӗҫленӗ. Ӗҫтешсем ун ҫинчен хӑйĕн ӗҫӗн профессионалӗ, питӗ ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе калаҫҫӗ.

Администраци пуҫлӑхӗ Юлай Ильясов хӑйӗн социаллӑ страницинче хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫын передовоя мӗншӗн кайнине каласа панӑ.

"Администраци сотрудникӗ доброволецсен ретне тăчӗ, ҫакӑн пек йышӑну сӑлтавӗ пирки ыйтсан: "Патриотизм вӑл — пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлени. Эпӗ хамӑн ачасене яланах хамӑрӑн Тӑван çӗршыв историйӗ ҫинчен каласа паратӑп, музейсене пӗрле ҫӳретпӗр, Раҫҫей ҫинчен, унӑн геройӗсем ҫинчен, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑна юсасси ҫинчен фильмсем пӑхатпӑр. Урӑхла каласан, вӗсене пӗчӗкренех Тӑван çӗршыва юратма хӑнӑхтарма тӑрӑшатӑп. Паян та, пирӗн ҫӗршыв ансат маар вӑхӑтсене тӳссе ирттернӗ чухне, манӑн нумай тусӑмсем СВО зонинче чухне, эпӗ кунта сӳрӗк пулма пултараймастӑп. Ку эпӗ суйласа илнĕ çул. Эпӗ Раççейшĕн!", - çырать Юлай Ильясов доброволец сăмахĕсене тĕпе хурса.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков/ "Башинформ" ИА архивӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-06-05/sotrudnik-administratsii-odnogo-iz-rayonov-bashkirii-ushel-dobrovoltsem-na-svo-3287835

 

 

 

 

 

 

 

Пушкӑртри пӗр район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ
Пушкӑртри пӗр район администрацийӗн сотрудникӗ хӑй ирӗкӗпе СВО зонине кайнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: