Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Июнӗн 2023, 08:35

Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă

Тӑван ҫӗршыва юратма мӗн пӗчӗкренех хӑнӑхтармалла.

Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунăПишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă

Тӑван ҫӗршыва юратма мӗн пӗчӗкренех хӑнӑхтармалла. Ӗҫре, тӗрӗс ӗҫсемпе, ҫутҫанталӑка перекетлӗ пӑхнипе, ҫитӗннисем хăйсен тӗслӗхĕсемпе ачасене кӑтартнипе.

Нумаях пулмасть Пишпÿлек сӑрчӗсен пӗрин ҫинче "Бижбуляк" тесе ҫырни тата юнашарах пӗчӗк чӗре курӑнса кайрӗ. Вӑл Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ачисем тата вӗсен наставникӗ Тамара Серафимовна Федотова тӑрӑшнипе пулнӑ. Пуҫарулӑха палӑртнă, вӑхӑт уйӑрнă, пӗрле тӑрӑшса ӗҫленĕ, вӗсем пирӗн районӑн уйрӑмлӑхне палӑртакан чаплӑ арт-объект туса хунă. Анчах чи кирли акӑ мӗнре: ҫакӑн пек пултаруллӑ ӗҫ урлӑ ачасем пирӗн пӗрлехи ҫуртшӑн – Пишпÿлек районӗшӗн яваплӑх туйӑмӗ хываҫҫӗ. Ҫак ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тавтапуҫ!

Тамара Серафимовна Никитина Полина, Сафиуллин Даниил, Воронцова Дарья, Воробьёв Максим, Николаев Артём çемйисене, Аюпова Миланăна тата Колпакова Аринăна тав тăвать. Уйрăмах Никитинсен çемйине — вĕсем тележкăпа чул турттарнă тата юлташне Иван Ильина чĕннĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/arturzaripov74

 

 

Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Пишпÿлек сӑрчӗ çинче чаплӑ арт-объект туса хунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас