Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Июнӗн 2023, 12:36

"Профвĕренÿ енӗпе консультаци" кунĕ иртнӗ

Вӗренме май пур профессисен списокӗпе паллашнă.

"Профвĕренÿ енӗпе консультаци" кунĕ иртнӗ
"Профвĕренÿ енӗпе консультаци" кунĕ иртнӗ

2023 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче "Моя карьера с Единой Россией" проект шайӗнче Пишпÿлек районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрӗн территори пайӗнче "Профвĕренÿ енӗпе консультаци" пӗр кунĕ иртнӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тата ӗҫ шыракан граждансем професси вӗренĕвӗ иртмелли тата професси пӗлӗвӗ илмелли майсемпе условисем ҫинчен информаци илнӗ. Вӗренме май пур профессисен списокӗпе паллашнă, "Демографи" наци проект шайĕнче «Ĕҫпе тивӗҫтерме пулӑшасси" федераци проектпа граждансен уйрӑм категорийӗсене професси пӗлӗвӗ тата хушма професси пӗлӗвӗ парасси ҫинчен пӗлтернĕ.

#Бижбуляк_занятость #ятрудрб #минтрудрб

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен Республика центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club180603777

 

"Профвĕренÿ енӗпе консультаци" кунĕ иртнӗ
"Профвĕренÿ енӗпе консультаци" кунĕ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: