Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Общество
7 Июнӗн 2023, 10:29

Раҫҫей ҫыннисем мессенджерсем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен каласа панӑ

Малашне мессенджерсем коммуникацисен тӗп каналӗ пулса тӑрӗҫ – Раҫҫейре пурăнакансен 70 проценчĕ ҫапла шутлать.

Раҫҫей ҫыннисем мессенджерсем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен каласа панӑ
Раҫҫей ҫыннисем мессенджерсем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен каласа панӑ

Малашне мессенджерсем коммуникацисен тӗп каналӗ пулса тӑрӗҫ – Раҫҫейре пурăнакансен 70 проценчĕ ҫапла шутлать.

VK Мессенджерпа "Ромир" тӗпчев холдингӗнчи социологсем Раҫҫейри пысӑк хуласенче 13 ҫултан аслӑрах 1200 ҫынран ыйтса пӗлнӗ те ҫакӑн пек даннӑйсем илнӗ. Раҫҫейре пурăнакансен 80 проценчӗ тӑтӑшах мессенджерсемпе усӑ курма палӑртать. 70% - 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк ҫынсем - ӳлӗмрен ҫак платформӑсем ҫынсем хушшинчи хутшӑнӑвӑн тӗп каналӗ тесе шутлаҫҫӗ. 73% мессенджерсен ролӗ тата ытларах ӳсӗ, вӗсенче паян ятарлӑ сервиссенче ҫеҫ усӑ курма пултаракан пулӑшу ӗҫӗсем пулӗҫ - виза хатӗрлесси, врач патне ҫырӑнасси е квитанцисен тӳлевӗ тесе уйлаççĕ.

Ҫӗршыв ҫыннисем тата мессенджерсене технологи тӗлӗшӗнчен хаклаҫҫӗ. Респондентсен 67 проценчӗ вӗсем тӑтӑшах аталанаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, 63% вӗсене универсаллӑ платформӑсем тесе ят панӑ. Респондентсенчен ҫурри юлашки темиҫе ҫул хушшинче мессенджерсем ытларах инновациллӗ пулса тӑчӗҫ тесе шутлать -ыйтса пĕлнисен 58 проценчĕ меллӗ хак панă.

VK вице-президент, VK Мессенджер пуҫлӑхӗ, мессенджерсем - кашнин пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ пулнине палӑртнă. Паян вӗсемпе Раҫҫейре пурăнакансен 99 проценчӗ месседжингпа усӑ курать.

Тӗплӗнрех тӗпчесси ҫинчен. https://tass.ru/obschestvo/17902721

 

https://cloud.mail.ru/public/hd7A/WwypLVD9y

https://svetput.ru/news/common_material/2023-06-06/rossiyane-rasskazali-o-svoem-otnoshenii-k-messendzheram-3289608

 

 

 

Раҫҫей ҫыннисем мессенджерсем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен каласа панӑ
Раҫҫей ҫыннисем мессенджерсем пирки мĕн шухăшлани ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: