Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Июнӗн 2023, 16:12

20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ

Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинĕ Файзуханов Мухитдин Фахретдинович.

20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ
20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ


Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗн Канашӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа районта пурӑнакансен, унӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе професси ӑсталӑхӗшӗн, района аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене йышӑннă тӗллевпе "Пушкӑрт Республикинчи Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинӗ" ята тивӗҫнĕ.

Файзуханов Мухитдин Фахретдинович (1942 ç.)
Мухитдин Фахретдинович Стерлитамакри патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1971-1987 ҫулсенче математика учителӗ, Йăлпăлактамак вӑтам шкулӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. 1987-1988 ҫулсенче - Пишпÿлек районӗнчи вӗренӳ пайӗн инспекторӗ. 1989 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен — Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкул директорӗ тата физика учителĕ пулса ĕçленĕ.
40 ҫул ытла хăйĕн ӗҫӗ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе халалланӑ, 20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ.
Мухитдин Фахретдинович обществӑлла ӗҫсем туса пынӑ: нумай вӑхӑт тутар халӑхӗн представителӗсен районти обществине ертсе пынӑ, ПР Патшалӑх Думин (Курултайăн) тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене суйлакан кандидатсен шаннă çынни пӗр хут ҫеҫ мар пулнă. Паян та вӑл районти обществӑллӑ пурнӑҫа, район Совечӗн Президиумӗн членӗ ветерансен ӗҫне хастар хутшӑнать.
Файзуханов Мухитдин Фахретдиновича вӗренӳ тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пысӑк наградӑсемпе паллӑ тунӑ: "РСФСР ҫутӗҫ тата наука отличникӗ" (1983 ҫ.), " БАССР тава тивӗҫлӗ учителĕ" (1986 ҫ.) Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Ирина Фомина хатĕрленĕ.

 

 


20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ
20 ҫул тăршшĕ шкул директорӗ пулнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: