Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Июнӗн 2023, 18:20

Пушкӑртстанри проектсем Пӗтӗм Раҫҫейри виҫҫӗмӗш Активлӑ вӑрӑм ӗмӗрӗн чи лайӑх практикисен суйлавĕн финалисчĕсем пулса тӑнӑ

Финала Уфа районӗн территорийӗнче пурнӑҫланакан "Дорога долголетия" проект тухнă.

Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри виҫҫӗмӗш суйлаври ҫӗнтерӳҫӗсемпе финалистсене активлӑ вӑрӑм ӗмӗрӗн чи лайӑх практикисене суйланă.
Пушкӑртстанран икӗ проект суйлав финалисчӗсем пулса тӑнӑ, ҫӗршывӑн пур регионӗсенче те вĕсене тиражлама сӗннӗ. Суйлава "Демографи" наци проекчӗ пулӑшнипе ирттернĕ.
Финала Уфа районӗн территорийӗнче пурнӑҫланакан "Дорога долголетия" проект тухнă. Проекта общество анлӑшне аталантарма янӑ, унта аслӑ ҫулти ҫынсем пушӑ вӑхӑта сывлӑхшӑн активлӑ ирттерме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Дюртюли районӗнчи "Татарский фольклорный народный ансамбль «Изге ай" ансамблӗ те суйлав финалисчӗ пулса тӑнă. Ансамбле хутшӑнакансем театрпа концерт программисем хатӗрлеҫҫӗ, уявсем йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ, районта пурӑнакансем умӗнче сӑмах тухса калаҫҫӗ. Коллективӑн тӗп составӗ аслӑ ҫулти ҫынсем, хатӗрленÿ составĕ 17 ҫулчченхи шкул ачисене пӗрлештерет.
Конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстанри проектсене "Активное долголетие 2022" чи лайӑх практикӑсен сборникне кӗртнӗ, малалла кайма пулӑшӗҫ тата пӗтӗм ҫӗршывӗпе анлӑ сарӑлма сӗнӗҫ.
Ҫулталӑк хушшинче регионсен йышӗ 59 таран ӳснӗ, заявкӑсен шучӗ вара пӗрре ҫурӑ таран ӳснӗ - 689 пуҫласа 923 çитнĕ.
https://svetput.ru/news/obshchestvo/2023-06-08/proekty-iz-bashkortostana-stali-finalistami-tretiego-vserossiyskogo-otbora-luchshih-praktik-aktivnogo-dolgoletiya-3292753

 

 


Автор:Марина Иванова
Читайте нас: