"Башкиравтодор" компани хӑйӗн сотрудникӗсен вӑйӗпе хӑтлӑх енӗпе уйӑхлăх ирттерет. Июнӗн кашни эрнекунĕнче "Башкиравтодор” АО ӗҫченӗсем, ертсе пыракан тата инженер составне кӗртсе, республика ҫулӗсем ҫине тухӗҫ, ҫул-йӗрпе инфратытӑмне йӗркене кӗртӗҫ - çул çинчи шăтăк-путăксене, бордюрсене юсӗҫ, ҫул-йӗр паллисемпе хӳмесен стойкисене сӑрлӗҫ т. ыт. те.
Эрнере пӗрре, кашни эрнекун, компанири работниксем, управляющисемпе инженерсен пайĕсенче ӗҫлекенсем, водительсемпе механизаторсем ҫул ҫине тухса хӑтлӑх кӗртме тытӑнӗҫ.
https://www.bashinform.ru/news/economy/2023-06-09/bashkiravtodor-ves-iyun-budet-provodit-mesyachnik-po-blagoustroystvu-3293905
Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башкиравтодор" АО