Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Июнӗн 2023, 14:59

Почтăра хăнара пулнă

Чи паллӑ почтальона Печкина аса илнĕ.

Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă

Сӑран сумкӑпа хаҫат тӗрки йӑтса утать,
Ансат, хуравлама ыйтнисем, мĕнлисем кăна кунта ҫеҫ ҫук!
Ҫынсем хӗвеланӑҫнелле, хӗвелтухӑҫнелле ҫырусем ҫыраҫҫӗ,
Почтальонсем ҫав чӑштӑртатакан юхăма илсе çитереççĕ.
Июнӗн 7-мӗшӗнче Пишпÿлекри “Умка” ача сачĕн аслӑ ушкăнри ачасем почта уйрӑмне экскурсие кайнӑ, унта вӗсем почта работникӗсен ӗҫӗ, почтăн общество пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумайне пӗлнӗ.
Ачасем почта пулса кайнин историйӗпе паллашнă, "Почта мӗнле ӗҫлет" презентаци пӑхнă, почтальонпа ытти работниксем ҫинчен калаҫнă, картинӑсене пӑхса тухнă, С.Я. Маршакӑн "Почта" сӑввине питӗ интересленсе итленĕ. Ҫавӑн пекех чи паллӑ почтальона Печкина аса илнĕ. Шкулчченхи ÿсĕмри ачасем дидактика вӑййисем вылянă, посылкӑсем мӗнле йĕркеленипе паллашнă, хӑйсем те вӗсене пухма хӑтланса пӑхнă. Юлашкинчен ачасем хӑйсен тусӗсем патне ҫырусем ӳкернĕ, маркӑсем ҫыпӑҫтарнă та каҫхине ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле почта ещӗкне янă.

Сăнÿкерчĕкесем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282

 

Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Почтăра хăнара пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: