Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
9 Июнӗн 2023, 09:56

Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

#владимирпутин

Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗПутин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Андрей Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Июнӗн 8-мӗшӗнче Кремль пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫнӑ вӑхӑтра регионăн экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Анчах та малтан патшалӑх Пуҫлӑхӗ Орел хулине 2021 ҫулта Раҫҫей литературин тӗп хули тесе йышӑнни ҫинчен аса илтернӗ, ҫавӑн пек хисеплӗ ятпа хулара мӗнле мероприятисем пурнӑҫланни ҫинчен кӑсӑкланнă.
"Чӑнах та, Орел облаҫӗнчи пек нумай авторсем сахал тупӑнаҫҫӗ. Ку Бунин та, Фет та, Тургенев та, паллах, Лесков та, Андреев та, Апухтин та, ыттисем те. Ҫавӑнпа та паянхи кун пирӗн пӗтӗм ӗҫ, çав шутра Орел облаҫӗн идентивлăхне те литературӑпа ҫыхӑнтарнӑ", - каласа панӑ губернатор.
Облаҫри экономика ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен каланӑ май, Клычков палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ пилӗк ҫул хушшинче, тухса тӑракан проблемӑсене пӑхмасӑрах, регионӑн пӗтӗм регион продуктне 1,6 хут ӳстерме май килнӗ.

https://iz.ru/1525452/2023-06-08/putin-provel-rabochuiu-vstrechu-s-gubernatorom-orlovskoi-oblasti-klychkovym


Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА/Михаил Климентьев.

 

 

Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Путин Орел облаҫӗн губернаторĕпе Клычковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас