Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
12 Июнӗн 2023, 09:31

Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ

Раҫҫей кунӗ, ҫак уяв — пирӗн Тӑван çӗршывӑн хальхи тата пуласлӑхӗшӗн наци пӗрлӗхӗн тата пӗтӗмӗшле яваплӑхӗн символӗ.

Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ
Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ

Раҫҫей кунӗ, ҫак уяв — пирӗн Тӑван çӗршывӑн хальхи тата пуласлӑхӗшӗн наци пӗрлӗхӗн тата пӗтӗмӗшле яваплӑхӗн символӗ. Ҫак кун эпир хамӑрӑн Тӑван çӗршыва — уйрӑм еткерлӗхпе тата пин ҫуллӑх историпе чыслатпӑр. Эпир йӑла-йӗркесене, никĕссене, тымарсене пӑрахӑҫламастпӑр, хамӑрӑн паттӑр халӑхӑн харпӑрлӑхӗпе мухтанатпӑр, вӑл хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне темиҫе хутчен те калама ҫук хăюллă хӳтӗленӗ. Эпир пӗрлӗхе упраса хӑвартӑмӑр та пӗтӗм тӗнчене Раççей пулнине, аслӑ патшалӑх пулнине, вӑл пулассине ҫирӗплетсе патӑмӑр.
Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ. Район активӗн ырӑ ирӗкӗпе "Халӑхсен ассамблейи" йӗркеленӗ, унта район территорийӗнче пурӑнакан тӗп национальноҫсен представителӗсем кӗреҫҫӗ. Район тӑнӑҫлӑхӗпе ырлӑхне упраса хӑварас ӗҫе наци общество организацийӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Пушкӑртсен Курултайĕ, чӑвашсен Канашĕ, вырӑссен Соборӗ, тутарсен Конгресӗ тата мордвасен Промксӗ хастар ӗҫлеҫҫӗ.

 

 

 

 

Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ
Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ
Пишпÿлек районӗнче 20 ытла наци представителӗсем пурӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: