Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем, ЮИД юхӑмӑн ҫамрӑк инспекторӗсемпе пӗрле, районти ҫынсемпе хӑнасене уявпа – Раҫҫей кунӗпе - саламлама Иглин ялӗн тӗп урамӗсене тухнӑ.
Ачасем ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене ялавсем панă, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса пымалли ҫинчен аса илтернĕ. Ҫуран ҫӳрекенсене иртен-ҫӳрен вырăнĕ урлӑ каҫнӑ чухне хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнмаллии ҫинчен, талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче ҫутта тавӑрса паракан элементсемпе усӑ курмалли ҫинчен аса илтернĕ. Водительсене руль умӗнче тимлӗрех те асӑрхануллӑрах пулма, уйрӑмах урамсем хӗресленнӗ ҫӗрте тата инҫете кайнӑ чухне суннӑ. Ҫавӑн пекех ҫуллахи тапхӑрта хӑвӑн сывлӑхна тимлӗрех пӑхмаллине, транспорт хатӗрӗсене тытса пырассине пӑрахӑҫлама май ҫукки ҫинчен те асӑрхаттарнӑ.