Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июнӗн 2023, 09:21

Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хаклӑ ентешсем!

Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!
Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хаклӑ ентешсем!
Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!
Пиртен кашниншӗнех Раççей — тӗнчери чи лайӑх ҫӗршыв. Илемлӗ те уҫӑ ҫӗр, тарават та ӗҫчен ҫынсем, нумай ӗмӗрхи йӑла-йӗрке, чаплӑ истори, пуласлӑха ӑнтӑлни — ҫаксем пурте пирӗн Тӑван çӗршыв. Кунта ҫураласси те, пурӑнасси те питӗ пысӑк телей.
Тӑван çӗршыва юратни пирӗн кулленхи ӗҫре, ачасемпе ватăсемшӗн тӑрӑшнинче, пӗрре чӗнсенех пирӗн пӗрлехи ҫурта хӳтӗлеме хатӗрри палӑрать. Яланах ҫапла пулнӑ. Раҫҫейӗн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне ҫӗнӗрен хӳтӗлеме тивнӗ чухне те ҫаплах пулса пырать. Пӗрлешсе, ҫынсен чи лайӑх пахалӑхӗсене кӑтартса, эпир пурнӑҫ правишӗн, ҫитӗнекен ӑру пуласлӑхӗшӗн кӗрешетпӗр. Эпир ҫак кӗрешӳре ҫӗнтеретпӗр!
Уйрӑм салам — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ачасене. Тӑван ҫӗршыва передовойра паттӑр та хӑйсене шеллемесӗр хӳтӗлесе, эсир пирӗншӗн чӑн-чӑн геройсем, аслӑ Раççейĕн чи лайӑх ывӑлӗсем пулса тӑтӑр! Шанатпăр сире! Киле таврӑнасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.
Ҫак уяв кунӗнче сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем, сывлӑх, ырлӑх тата пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе сунатпӑр! Раҫҫей ырлӑхӗшӗн пур ӗҫре те, пуҫарусенче те ҫитӗнӳсем!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!
Раҫҫей кунĕпе чӗререн саламлатпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: