Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июнӗн 2023, 17:18

Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ

Йăлпăлактамак футбол дружини ҫӗнтернӗ.

Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ

Июнӗн 11-мӗшӗнче Йăлпăлактамак ялӗнче Йăлпăлактамакра ҫуралса ӳснӗ Рамзаль Нафикова, 2022 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑррӑн пуçне хунă героя халалласа, мини-футбол енӗпе иккӗмӗш уҫӑ турнир иртнӗ. Турнира тӑватӑ команда хутшăнма палăртнă, анчах виҫӗ команда ҫеҫ килме пултарнӑ.

  Виҫҫӗмӗш вырӑна Аит ялӗн команди йышӑннă, иккӗмӗшне – Аксаково ялӗн команди, Йăлпăлактамак футбол дружини ҫӗнтернӗ. Турнирӑн чи лайӑх вратарĕ Ильназ Ишмухаметов, чи лайӑх тапӑнакан – Инзиль Кинзябаев, чи лайӑх хӳтӗлекен Константин Петров пулнă.

Турнира Рамзалĕн асламăшĕ Минзиля Нуриевна, тӑванĕсем, тусĕсем, пирӗн  ентеше, Рамзаль Нафикова, пӗлекенсем тата астӑвакансем курма килнĕ. Шкул администрацийӗ  ятĕнчен Гузелия Наилевна тăрăшнипе турнира хутшӑнакансем валли вӗри апат пĕçернӗ. Турнира йӗркелесе ирттерме пулӑшакансене пурне те тав тӑватпӑр.

#ПамятиНафикова
#ТурнирПоминифутболу
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен “Вектор” центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Рамзаль Нафикова халалласа мини-футбол ăмăртăвĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: