Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑрт Пуҫлӑхне Радий Хабирова Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламланă.
"Хисеплӗ Радий Фаритович! Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Пирӗн ҫӗршыв яланах патриотизм традицийӗсемпе, халӑх пӗрлӗхӗпе тата Тӑван çӗршыва чун-чӗререн ӗненнипе ҫирӗп пулнӑ. Асаттесен паттӑрла ӗҫӗсемпе ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӑнаҫланни пирӗншӗн шанчӑклӑ ориентир пулса тӑрать, ырлӑхпа тӗрӗслӗхшӗн, юратнӑ Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн пысӑк та пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тума пулӑшать. Сире ӑнӑҫу тата чи лайӑххине сунатӑп", - тенӗ Президент саламланӑ май.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru