Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
13 Июнӗн 2023, 11:25

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Нефтехимиксен паркне чаплӑн уҫнӑ

Пушкӑртстанӑн тӗп хулин паркӗсене хӑтлӑх кӗртме ҫуллен ҫулталӑкне 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Нефтехимиксен паркне чаплӑн уҫнӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Нефтехимиксен паркне чаплӑн уҫнӑ

Черниковкӑра пурӑнакансен юратнӑ паркне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн парк лайӑх енне улшӑннӑ.

"Нефтехимиксен паркне палламалла мар! – Уфари Черниковкăра пурӑнакансем Радий Хабирова парка уçнă чухне чи малтан çавăн пек каланӑ.

Парка йӗркене кӗртнӗ кӑна мар, унӑн хӑйне евӗрлӗ стильне те упраса хӑварнӑ. Тӗп алӑк умне совет саманин символӗ пулса тӑнӑ аркӑна юсаса лартнӑ. Ача-пӑча тата спортплощадки йӗркеленӗ, тренажерсем лартнӑ, хӑрушсӑрлӑх валли видеонаблюдени камерисем те кăрнӑ.

- Ман шутпа, тивӗҫлӗ пулса тухрӗ, - хӑйӗн страницинче ҫырнă  Радий Хабиров, ҫак опыта хулан ытти обществӑлла анлӑшӗсенче – вӗсен Аксаков ячеллĕ садпа Якутов ячĕллĕ паркра сарма сӑмах парса.

Пушкӑртстанӑн тӗп хулин паркӗсене хӑтлӑх кӗртме ҫуллен ҫулталӑкне 1 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-12/glava-bashkirii-torzhestvenno-otkryl-park-neftehimikov-3296712

 

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Нефтехимиксен паркне чаплӑн уҫнӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Нефтехимиксен паркне чаплӑн уҫнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: