Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Июнӗн 2023, 11:36

Раҫҫейри 150 пин ытла çын СВО ӗҫне хутшӑнасси ҫинчен калакан ҫар контракчӗсем ҫирӗплетнӗ

Пушкӑрт салтакӗсем ҫапӑҫура слаживани иртӗҫ, унтан вӗсем ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫламалли зонӑна кайӗҫ.

Раҫҫейри 150 пин ытла çын СВО ӗҫне хутшӑнасси ҫинчен калакан ҫар контракчӗсем ҫирӗплетнӗ
Раҫҫейри 150 пин ытла çын СВО ӗҫне хутшӑнасси ҫинчен калакан ҫар контракчӗсем ҫирӗплетнӗ

Ҫар служби иртни ҫинчен калакан контракта 150 пин ытла ҫын, доброволецсемпе пӗрле — 156 пин, юлашки эрнере вара — 9,5 пин граждан, — пӗлтернӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин, июнӗн 13-мӗшӗнче ҫар корреспонденчӗсемпе тӗл пулнӑ май.

"Хальхи вӑхӑтра 150 пин ытла, доброволецсемпе пӗрле 156 пин ҫын пухнӑ. Эпир астӑватпӑр, пирӗн мобилизаципе 300 пин çын пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе килеҫҫӗ. Чӑннипе илсен, ӗҫ февраль уйӑхӗнчен пуҫланчӗ. Ӗҫ малалла пырать", - пӗлтерет Новости РИА.

Аса илтеретпӗр, майӑн 25-мӗшӗнче Чишма районӗнчи Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ парк территорийӗнче боецсене ҫапӑҫӑва йӗркеленӗ вырӑна Сергей Зорин ячӗллӗ пушкӑрт танк батальонӗнчи боецсене Шариф Сулейманов ячӗллӗ пушкӑрт-артиллери батарейин боецӗсене ӑсатса ячӗҫ. Июнӗн 1-мӗшӗнче Уфара Алексей Сухоруков ячĕллĕ артиллери батарейине тата Ахмет Давлетов ячӗллĕ медицина ротине йӗркелесе ямалли церемони пулса иртнӗ. Ҫар подразделенийӗсем "Башкортостан" мотострелковӑй полкӑн пушкӑрт доброволецӗсен йышне кӗнĕ. Ҫавӑн пекех унӑн йышӗнче чапа тухнӑ совет партизанӗ, разведчикӗ Даян Мурзин, Совет Союзӗн Геройӗ Тагир Кусимов ячĕллĕ пушкăртсен доброволецсен батальонӗсене тата Мугин Нагаев ячӗллӗ артдивизион йӗркеленӗ.

Ик-виҫӗ уйӑх хушшинче пушкӑрт салтакӗсем ҫапӑҫура слаживани иртӗҫ, унтан вӗсем ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫламалли зонӑна кайӗҫ, — пӗлтернӗ "Башинформ" информагенствăра.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2023-06-13/voennye-kontrakty-ob-uchastie-v-svo-zaklyuchili-svyshe-150-tysyach-rossiyan-3298584

 

 

 

Раҫҫейри 150 пин ытла çын СВО ӗҫне хутшӑнасси ҫинчен калакан ҫар контракчӗсем ҫирӗплетнӗ
Раҫҫейри 150 пин ытла çын СВО ӗҫне хутшӑнасси ҫинчен калакан ҫар контракчӗсем ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: