Уфа обществӑлла уҫлӑхсем ҫинчен калакан докладпа Пушкӑрт тӗп хулин мэрӗ Ратмир Мавлиев регион правительствин канашлӑвӗнче паллаштарнӑ. Вӑл хула территорийӗнче 13 парк, 44 скверпа аллейӑсем, икĕ бульвар, виçĕ сад тата 37 общество анлӑшӗ газонсемпе тата чечексемпе ларнине палӑртнӑ.
Ратмир Мавлиев палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет предприятийӗсен парксемпе скверсене тытса тӑрас енӗпе вӑйлӑ та комплекслӑ ӗҫлеҫҫӗ пулин те, оборудованисене, пӗчӗк архитектура формисене тата парк хуҫалӑхӗн ытти элеменчӗсене кулленех ҫӗмӗреҫҫӗ тата киветеҫҫӗ. Вандализмпа ҫыхӑннӑ асӑрхаттарусене асӑрхасанах объектсене юсаççĕ пӗлтернĕ мэр. Ӗҫ талӑкӗпех пырать.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑн тӗп хули ҫулсеренех тасарах та илемлӗрех пулса пынине палӑртнӑ.
– Пур муниципалитетсене те калатӑп: "Малтанхи вӑхӑтра ҫӗмӗреҫҫӗ, юсама тивет. Тӳсӗмлӗх кӑтартмалла, вандалсене май килнӗ таран тытмалла. Апла пулсан, ҫанӑсене тавӑрмалла та малалла юсама каймалла, - тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://ufacity.info/