Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Июнӗн 2023, 14:14

Уфара светофорсен ӗҫне улӑштарӗҫ

Светофорсен ҫӗнӗ секцийӗсене урам тӑваткалӗнче вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ.

Уфара светофорсен ӗҫне улӑштарӗҫ
Уфара светофорсен ӗҫне улӑштарӗҫ

Уфара июнӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрларан пуҫласа Октябрь революцийӗпе Цюрупа урамӗсем хӗресленнӗ тӗлте светофорсен ӗҫне улӑштараҫҫӗ. Ку вӑл урампа ҫул-йӗр сечӗн асӑннӑ участокӑн пропуск пултарулӑхне ӳстермелле тата нăкă нагрузка сехетӗнче заторсем йӗркеленме пултарассине чакармалла.

Кунта "симӗс этем" тата таймерлӑ ҫуран ҫынсем валли уйрӑм фаза ӗҫлемест.

Ун вырӑнне мӑчлатакан "шурӑ этем" тата стрелкӑллӑ секцисене кӗртеҫҫӗ. Ҫак элементсем водителе хӑй пӑрӑнма хатӗрленни ҫинчен, ҫуран ҫын валли ирӗк паракан сигнал кӗртни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ, халӗ хула ҫулӗсем ҫинче светофорсенчен нумайӑшӗ çапла ӗҫлеҫҫӗ. Светофорсен ҫӗнӗ секцийӗсене урам тӑваткалӗнче вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ.

Уфа администрацийӗн информацийӗпе.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-06-15/v-tsentre-ufy-izmenyat-rezhim-raboty-svetoforov-3300056

 

 

 

Уфара светофорсен ӗҫне улӑштарӗҫ
Уфара светофорсен ӗҫне улӑштарӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: