Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июнӗн 2023, 16:15

Туслӑх 60 ҫул тӑсӑлать

50 ҫултан Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти 10 "а" класра вӗренекенсем тӗл пулнă.

Туслӑх 60 ҫул тӑсӑлать
Туслӑх 60 ҫул тӑсӑлать

50 ҫултан Пишпÿлекри 1-мӗш вӑтам шкулти 10 "а" класра вӗренекенсем тӗл пулнă.

— Шкул ҫулӗсем чылай асаилӳсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫак кунсенче вунпӗр класра вӗренекен ачасем валли вӗренсе тухмалли каçсем пулса иртеҫҫӗ, вӗсем те ҫак пулӑма тӗпӗ-йӗрӗпех астуса юлӗҫ тесе шутлатӑп. Эпир шкул стенисенчен пӑрахса кайнӑранпа 50 ҫул иртрӗ. Районта вӗренекенсем пурӑнакан интернат ҫурчӗ те ҫук ӗнтӗ, анчах 1973 ҫулта вӗренсе тухнисен ҫыхӑнăвĕ те, туслӑх та ҫирӗп, - аса илет Пишпÿлекри Геннадий Александрович Макеев. - Пӗрремӗш класранах пӗрле ырӑпа усала уйӑрса илме вӗреннӗ çынсемпе тӗл пулсан, вӗсемпе савӑнӑҫпа ӑнӑҫсӑрлӑхсене пайланине аса илме уйрӑмах савăнăçлă.
Класра эпир 24 ҫынччӗ, анчах ҫав ҫул ҫичӗ класран 170 яхӑн вӗренекен вӗренсе тухрӗ. 50 ҫултан каллех пӗр-пӗрне курма, шкул кунӗсен асран кайми тапхӑрӗсене аса илме пуҫтарӑнтăмăр. Вӗренӳ ҫулӗсенче пирӗн класс питӗ туслӑ та пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑратчӗ. Вӗренӳре тата спортра вӑйлисем пулнӑ, анчах лайӑх вӗреннӗ кӑна мар, общество пурнӑҫӗнче тӗслӗх кӑтартнӑ, пионерсен, унтан комсомол ӗҫӗсен пуҫаруҫисенче хутшăннă. Колхоз уй-хирне кăшман пуҫтарма кайни, макулатура, тимĕр-тамăр пухни, пионера кӗни, комсомолецсен ретне тӑма устав вӗренни ҫинчен аса илес килет.
Вырӑс чӗлхипе, литературӑпа, химипе, физикӑпа тата машиноведенипе экзаменсем панине, тракторист-машинист свидетельствине илнине халӗ те астӑватӑп-ха. Пирӗнпе, арçын ачасемпе пӗрле, тӑватӑ хӗр тракторист-машинист пулма экзамен пачӗҫ, ыттисем вара ҫӗвӗ ҫӗлекен ӗҫпе. Тӗрӗссипе каласан, ҫав правапа эпӗ хамӑн ӗҫ биографине пуҫларăм. Чӗрене хаклӑ шкул учителӗсем Исаак Моисеевич Михеевпа Таисия Дмитриевна Митрофанова математикăпа вĕрентекенсем, Валиулла Аюпович Булатовпа Георгий Васильевич Митрофанов физиксем, класс ертӳҫи Федор Алексеевич Михайлов, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Зоя Михайловна Балашова асра. Лидия Алексеевна Бородина пире 1-2-мĕш классенче вĕрентнĕ пӗрремӗш учительница яланлӑхах чӗрере юлнă. 3-4-мĕш классенче уроксене Антонида Николаевна Петрова илсе пыратчĕ.
Пирӗнпе пӗр класра вӗренекенсенчен улттӑн аслӑ пӗлӳ илнĕ, хӑшпӗрисем заочнă вӗренсе тухнă, ҫиччӗшӗ - вӑтам пӗлӳ илнĕ. Пӗр сӑмахпа каласан, пурте вӗренсе тухнă, ӗҫленĕ, халӗ пурте тивӗҫлӗ канура. Паянхи кун нумайĕшĕн хăйсем ĕçленĕ ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе медалӗсем нумай.
Эпир пурте Пишпÿлекрен, пӗрремӗш класран пĕрле вӗреннӗ, ҫавӑнпа халӗ те тĕл пулатпăр, 1978 ҫултанпа кашни пилӗк ҫултан тӗлпулусем иртеççĕ пирĕн. Январьтен пуҫласа тĕлпулăва хатĕрленетпĕр, программа тума тытӑнатпӑр: кам мӗншӗн явап тытать? Хӑшӗ музыка, хăшĕ вӑйӑ, хăшĕ сӗтел хатӗрлет. Ытларах июнь уйӑхӗнче Çимĕкре пухӑнатпӑр. Тольяттирен, Уфаран, Владимир облаҫӗнчен, Нижневартовскран, Мускав çывӑхӗнчен килеҫҫӗ. Шел, пӗр класра вӗренсе тухнăскерсем ҫулсерен сахалланса пыратпăр. Анчах тĕл пулсан пурин те пичӗсем ҫинче яланах савӑнӑҫпа кулӑ куçÿллĕсем палӑраҫҫӗ.
Галина ВАРИКОВА ҫырса илнĕ.
Сăнӳкерчӗкӗ: Геннадий Макеевăн архивĕнчен.

 

 

Туслӑх 60 ҫул тӑсӑлать
Туслӑх 60 ҫул тӑсӑлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: