Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн вĕренекенĕсем "ЕТЕГӘН" полилингвальнӑй слета кайнӑ. Ку слета иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑн ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ачасем Уфари "Чайка" ачасен сиплев лагерӗн ҫӗнӗ корпусӗнче смена ирттерӗҫ.
Пилӗк кун хушшинче вӗрентекен тренингсем, интенсивсем, пултарулӑх занятийӗсем, вырӑс, пушкӑрт тата акӑлчан чӗлхипе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Ачасем чӗлхе хутлӑхне тиенме, тантӑшӗсемпе паллашма, чӗлхе йӑтса ҫӳрекенсемпе калаҫма пултарӗҫ. Слетри чи ҫутӑ самантсенчен пӗри "Путь к успеху" проект пулса тӑрать - политикӑпа общество деятелӗсемпе, предпринимательсемпе, артистсемпе тӗл пулни.
#НавигаторыДетства
#НавигаторыДетства02
#Росдетцентр
#Бижбуляк2школа
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.