Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
21 Июнӗн 2023, 13:56

Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ

Форум Пушкӑрт Республикинчи чӑваш хӗрарӑмӗсене пулас ӑрусем валли чӑваш чӗлхипе культурине упрас ӗҫре пӗрлештернӗ.

Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ


Гафури районӗнче "Краснусольск" санаторинче чӑваш хӗрарӑмӗсен республикӑри пӗрремӗш форумӗ иртнӗ, ҫав форум тĕллевне тӑван халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упраса хӑварас енӗпе чӑваш хӗрарӑмӗн рольне палăртасси кӗнӗ.

Форума республикӑри патшалӑх тата общество тытӑмӗсен 200 ытла представительницине яхӑн хутшӑннӑ. Санатори кану центрӗнче чӑваш халӑх тӗррин тата йӑлана кӗнӗ чӑваш хӗрарӑмӗсен куравне йӗркеленӗ.

Раҫҫей хӗрарӑмӗсен Союзӗн регионти уйрӑмӗн председателӗн заместителӗ Надежда Крылова палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ӗмӗр тӑршшӗпех культура, халӑх йӑли-йӗркисене, йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса хӑварассишӗн кӗрешĕвĕн малти ретĕнче тӑрать, çивĕчлĕхне упрать.

- Эпӗ сире, форума хутшӑнакансем: хӑвӑр тӑван чӗлхӗрпе паянхи мероприяти шайӗнче ҫеҫ мар калаҫӑр, яланах калаҫӑр, тесе каласшăн. Аслӑ ӑруран, хӑвӑр ачӑрсене, мӑнукӑрсене куҫнӑ халӑх пурлӑхне хӑнӑхтарӑр. Астӑвӑр, пирӗн ҫӗршыври халӑхсен вӑйӗ - пӗрлӗхре. Хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫилсем пирӗн Тӑван çӗршыва, пирӗн аслӑ ҫӗршыва ҫакӑн пек чухне ҫеҫ хӑрушӑ пулмӗҫ, - палӑртнӑ Крылова.

Пленум ларӑвĕ вӗҫленӗ хыҫҫӑн форум ӗҫӗ икӗ секциллӗ площадкӑра малалла тӑсӑлнӑ: "Çитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗнче истори еткерлӗхне упраса хӑварас енӗпе регионсем хушшинчи хутшӑну" тата "Чӑваш хӗрарӑмӗсен наци костюмӗ - историпе культура феноменĕ". Ҫитӗнекен ӑрӑва халӑх йӑли-йӗркипе мӗнле воспитани памаллине, ҫамрӑксене тӑван чӗлхене вӗренме явӑҫтармаллине сӳтсе явнӑ хутшӑнакансем.
Пишпÿлек районӗпе тӗрлӗ ведомствӑсемпе организацисенчен тăхăр хӗрарӑм паллаштарнӑ.
Форумӑн чаплӑ пайӗнче хастар хӗрарӑмсене нумайӑшне Тав ҫырӑвӗсем панӑ. Форум Пушкӑрт Республикинчи чӑваш хӗрарӑмӗсене пулас ӑрусем валли чӑваш чӗлхипе культурине упрас ӗҫре пӗрлештернӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club114426851

 

 

 

 

Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Пушкӑрт чӑваш хӗрарӑмӗсен форумӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: